Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Hyvä ja kaunis luutosen perhe (ФҪПЭФ)

Ку финн ҫемьи ҫинчен ҫырнӑ тӗрленчӗке хамӑн манӑҫа тухма пуҫланӑ чӗлхемпех ят парас килет: лайӑх та хитре Луутонен кил-йышӗ, е финла –

Hyvä ja kaunis luutosen perhe

Ашшӗ-амӑшӗ

Йорма чӑваш такмакне вулать:
Качча каяссӑм килет,
Ача тӑвассӑм килет.
Ача тунӑ укҫипе
«Мерседес» илес килет.
«Ҫук-ҫке, – тет Йорма, – ашшӗ-амӑшӗ ачи-пӑчине пулӑшма тивӗҫ».
Йорма – ман ӗҫтеш. Ун хушамачӗ – Луутонен. Вӑл финн, Хельсинкирен 200 ҫухрӑмра тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ Турку хулинче пурӑнать. Кунти университетра чӗлхеҫӗре ӗҫлет. Арӑмӗ Синикка ятлӑ. Вӑл та университет ҫынни. Чӗлхеҫӗ мар – психиатр. Вӗсен икӗ ача пур: Антти тата Саара.

Малтан Антти ҫинчен, мӗншӗн тесен вӑл асли

Антти ҫирӗмре. Пӗлтӗр ҫеҫ гимназирен вӗренсе тухнӑ. Логопед пулас килнӗ Анттин. Анчах вӑл халӗ аслӑ професси шкулӗнче инженера вӗренет.
Унӑн хӑйӗн хваттерӗ пур. Кунта ҫапла йышӑннӑ: шкул хыҫҫӑн ачи-пӑчи ашшӗ-амӑшӗнчен уйрӑлса тухать.
Антти нумай чӗлхе пӗлет. Тӑван чӗлхисӗр пуҫне пур финн та шведла лайӑх калаҫма пултарать. Ку вӑл иртнӗлӗхрен килекен ырӑ йӑла. Тахҫан Финлянди Швеци патшалӑхӗн провинцийӗ шутланнӑ. Акӑлчанла эпир вырӑсла калаҫнӑ пекех калаҫать. Унӑн юратнӑ кӗнеки Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑскерӗ. Кинофильмне те юлташӗсемпе темиҫе хутчен кайса пӑхнӑ. Эпӗ те ҫав шутра. Тепре кайса курма кӑмӑл пулмарӗ.
Антти ашшӗпе пӗрле Англире те, Норвегире те, Прибалтикӑра та, Турцире те пулса курнӑ. Пур пӗр унӑн юратнӑ ҫӗр-шывӗ – Финлянди, юратнӑ хули – Турку. Финсем пӗр вырӑнта тӑтӑш пурӑнмаҫҫӗ, хуларан-хулана куҫа-куҫа ҫӳреҫҫӗ. Анттин ниҫта та куҫса каяс килмест. Эпӗ ӑна ӑнланатӑп. Турку Финляндин чи капӑр та чи ырӑ хули пек туйӑнать мана.
Шӑмат кунсерен Антти тӑван килне таврӑнать. Йӑли ҫапла. Вара Луутонен кил-йышӗ сӗтел хушшине апатланма ларать. Пӳлӗмӗпех ҫурта ҫунать. Ку килте ҫутӑ та ӑшӑ. Кашни финн ҫемьинчи пекех.

Антти хыҫҫӑн Саара ҫинчен, мӗншӗн тесен Саара кӗҫӗнни

Анттипе Саара – пиччӗшӗпе шӑллӗ кӑна мар, вӗсем тус-юлташ та.
Саара чӑнах та сарӑ. Сарӑ тени вара чӑваш хушшинче хитре тенине пӗлтерет. Финсен хитрелӗхӗ те ҫак тӗспех ҫыхӑнни пирки иккӗленместӗп. Шутлатӑп та – чӑн-чӑн финн хӗрӗсем хайхи Саара пекех туйӑнаҫҫӗ.
Вӑл 15-ре. Кӑҫал тӑхӑр ҫуллӑх вӑтам шкултан вӗренсе тухать те гимназие кӗме хатӗрленет. Юлашки вӑхӑтра киленсех акӑлчанла ҫырнӑ роман хыҫҫӑн роман вулать. Дэн Браунӑн «Deception Point», Ян Аустенӑн «Pride and prejudice» хайлавӗсем чи юратнисем темелле-тӗр.
Саара пӗртак чӑвашла та пӗлет: чуп. «Хӑш чупӗ: ӗҫ-хӗлӗ-и, евӗрлев сӑмахӗ-и?» – ыйтатӑп эпӗ. «Ӗҫ-хӗлӗ», – хуравлаҫҫӗ мана.
Саара мӗн пӗчӗкрен ташлама кӑмӑллать. Халӗ вӑл мода театрне ҫӳрет. Эрнесерен вӗсем тӗрлӗ магазинта ҫӗнӗ ҫипуҫ кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна укҫа та тӳлеҫҫӗ. Начар мар темелле.
Пӗррехинче Саара «Tyttö sinä olet tähti» илемлӗ фильмра та ӳкерӗнме ӗлкӗрнӗ. Фильмне кайса куртӑм-ха, анчах Саарӑна паллаймарӑм. Лайӑх фильм пек. Ман юлташ хӗрсен куҫҫулӗ те тухрӗ.
Мӗншӗн паллаймарӑм-и? Питӗ ансат, вӗсен нумай сӑрланма тивет. Пӗрре ҫапла Саара апат вӑхӑтне ҫитсе тухрӗ те сӑрӑ таврашне ҫуса яма ӗлкӗреймерӗ. Суя куҫ тӗкне хывма пикеннӗччӗ. Ашшӗ кула-кула: «Кун пек хӑтланса халӑха ан хӑрат-ха» тет.
Капла пӑхсан – Саара артист е модель пуласшӑн темелле. Саара вара тухтӑр пуласшӑн. Амӑшӗ пек.

Хыҫ сӑмах

Йорма калать: «Антти ман пек, Сара амӑшӗ пек». Эпӗ те ҫапла шутлатӑп. Хитре кил-йыш вӗсен: ашшӗ, амӑшӗ, ачи-пӑчи.

Финляндире кӑрлачӑн 2-мӗшӗ уяв кунӗ мар. Эпир ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вунӑ кун таранах канатпӑр. Финсем ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн 1-мӗшне уявланӑ хыҫҫӑнах ӗҫе тухаҫҫӗ.
Арто Мойсио финшӑн январӗн иккӗмӗшӗ пур пӗрех уяв. Ҫак кун ҫуралнӑ та-ха вӑл.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-21 11:54:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1880 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем